Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Чашлатман яшка


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пĕр пуян тимĕрçĕ лаççи, арман тата нумай çĕр тытса тăнă. Вăл яланах тарçисем мĕнле ĕçленине пăхса çӳренĕ.
    Пĕр кунхине те вăл çаплах тунă. Малтан тимĕрçĕ лаççине каять. Унта пуян хĕрлĕ тимĕр выртнине курать те ăна аллипе ярса тытать. Анчах ку хĕртнĕ тимĕр пулнă. Пуянăн аллисем хăпаланса тухнă. Çакна кура тимĕрçĕ ачи пуян патне пырса тăрать те калать:
    — Тимĕре малтан сурса пăхмалла. Чăшлатсан, хĕртнĕ тимĕр пулать, — тет.
    Пуян, килне кайсан, арăмĕ ăна яшка антарса парать. Пуян яшки çине сурать, анчах яшки чăшлатмасть. Вăл яшкана, вĕри мар тесе, тӳрех çăварне персе чикет те яшки вĕри пулнипе вилсе те каять.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки